Jynăšu

Мускавран Шупашкара автобуспа килме шут тытнӑскер, шĕкĕр хула урамĕсем машшинпа питĕрĕнсе ларнипе, таксийĕм вӑрах пынипе, "Казанский" вокзала вӑхӑтра аран ĕлкĕртĕм. Асфальт çул карапĕ тулли ларать. Айккине пысӑк саспаллисемпе "Wеst-Linеr" çырса хунӑ. Пуç тени ӑнсӑртлӑха палламасть – ку ытарлӑха юри ман пек анӑçран тухӑçа куçакан çын çинчен ĕмĕтленсе çакнӑ пулмалла, е Çÿлти Турӑ хӑех манран тӑрӑхласа çак автобус тĕлне çитерчĕ. Петĕр патша саманинченех пулĕ пурӑнать Раççей çынни анӑçа сӑнаса. Анӑçра чухне ирĕксĕрех тÿнтер енне – тухӑçа – пӑхатӑн. Автобус ӑшĕнче те, çумĕнче те хавхаланса, хыпаланса халӑх йӑсӑрланать. Чӑвашсене сӑнĕпе, акценчĕпе паллатӑн – чӑвашла калаçасси, паллах, çук. Хыткансемĕр, Канашран инçе çула тухсан, чĕкеç парнине чуна пушатса, чĕрене хытарса кӑнӑш кĕтесне пытарса хӑваратпӑр; "авалхи" çĕтĕкпе кÿршĕсем, килтисем усӑ курччĕр.

Такси кабининче пӑшӑхнӑ ÿтĕм вырӑн çуккипе тӑрса пымалли çинчен илтсен каллех пĕçере пуçларĕ. "Ну, мĕн тӑвас? Юлашки автобус. Каймаллах," – касрĕ пуçа шухăш. Мана хуçланакан пукан парса салон варрине вырнаçтарчĕç. Мускавра стройкă тăрăх çÿрекен чăвашсем, хайхисене хăйĕн тавра пуçтарнă вырăспа хытă саспа пакăлтатаççĕ. Çăварĕсенчен тухакан эрех шăрши, ÿт сывлавĕпе пăтрашăнса ăнран кăларать; тепри кăлпасси туртса кăларчĕ, таçти ялтан килнĕ çамрăк "Клинсоке" поссудинчен сыпма тытăнчĕ. Пуç мимине Чӑваш Ен сăнарĕ сырса илет, çыпăçать, çулăхать; миме çийне якатса, çурăм шăмăна çупăрласа, вар тăрăхне анать, чӗре хăйне хыпашланă самант пăчăрăнса илет; аса илÿ çĕленĕ пĕтĕм ăшчике явса илсен тин пар шăтăкĕсемпе майĕпен шуса тухать. Ун куçĕнче арканнă пурнăç, пусарнă пăлхав. Эпĕ маннă сăпат хăйне тин куртарчĕ. Чăваш вăл – илĕртÿллĕ пуян аваллăх, тĕлĕнмелле çыпăçуллă чĕлхе, çĕр пин тĕрĕ-юрă çĕршывĕ кăна мар, вăл автобус салонĕнче пукан çине лартса силлекен, йÿçекĕпе лÿшкекен нушта та. Чун йынăшса илчĕ – тен, каялла килни йăнăш пулчĕ...